Ӗнер, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енре харӑсах темиҫе кадр ылмашӑвӗ пулса иртрӗ: Владимир Викторова сывлӑх сыхлав министрне ҫирӗплетрӗҫ, Чӑваш Енри Гостехнадзора ертсе пыма Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫленӗ Сергей Вязовские лартрӗҫ.
Унсӑр пуҫне тата улшӑну пулчӗ: ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне шанчӗҫ. Вӑл вырӑн министрӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Елена Сапаркинӑна республикӑри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑя суйланӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ.
Лариса Арсентьева йышӑннӑ пукана Николай Каргина пачӗҫ. Унччен вӑл Шупашкар хула администрацийӗнче муниципалитет тӗрӗслевӗн управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Николай Каргин 1970 ҫулта Муркаш районӗнчи Мемеккасси ялӗнче ҫуралнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистикӑн факультетӗнче чӑваш халӑх культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тӗллевпе «Сенкер инҫет» олимпиада ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унта 8—11 классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. «Чӑваш чӗлхипе литератури» номинацие чӑваш чӗлхиллӗ тата вырӑс чӗлхиллӗ шкулсем хушшинче пайласа йӗркеленӗ.
Олимпиадӑн куҫӑн тапхӑрне 75 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсене дистанци мелӗпе 669 ачаран суйласа илнӗ.
Чӑваш шкулӗсенчен 8—9-мӗш классем хушшинче Патӑрьел районӗнчи Турханти шкулти Валерия Осипова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Светлана Охлина, виҫҫӗмӗшӗнче — Красноармейски районӗнчи Упири Андрей Илларионов.
Чӑваш шкулӗсенче 10—11-мӗш классене вӗренекенсенчен пӗрремӗш вырӑнта — Патӑрьел районӗнчи Турханти Анастасия Маштакова, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Алексей Охлин, виҫҫӗмӗш вырӑн никама та паман.
Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенчи 8—9-мӗш класри ачасенчен Шупашкарти 27-мӗш шкулти Кристина Смирнова тата Кӳкеҫ лицейӗнчи Виктория Петрова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Софья Алешева тата Кӳкеҫри лицейри Анна Иванова, виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Константин Храмов.
Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 10–15-мӗшӗсенче «Юман» илемлӗ фильм ӳкерме пуҫлаҫҫӗ. Режиссерӗ — Елена Рябцева. Аса илтерер, Пӗтӗм чӑвашсен пӗлтӗрхи «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗнче Е. Рябцеван «Принять удар» ӗҫӗ «Чи лайӑх илемлӗ фильм» номинацире ҫӗнтернӗччӗ.
Ильтимер Ефремов халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, «Муркаш районӗнчи Уйкасси ял ҫумӗнчи пӗве хӗрринче пӗр сценӑна ӳкерме лаша урапапа кирлӗ». Ҫав тӑрӑхри ялсенче лаша пуррисене пулӑшма ыйтать. Лашашӑн укҫа тӳлӗҫ.
Ильтимер Ефремовран фильм мӗн ҫинчен пуласси пирки те ыйтса пӗлтӗмӗр. Ку ӗҫ этем ҫирӗпленӗвӗ пирки теме юрать. Ачисем пӗчӗклех вилнӗрен черетлӗ ачине Хветуҫ Юман ят панӑ. Анчах ӑна та вӑл ҫухатать. Хуйха путса чӗмсӗрленнӗ кинеми патне студент чӑваш халӑх сӑмахлӑхне ҫырса илме студент пырать...
Сӑнарсене калӑплама паллӑ сцена ӑстисемпе — Нина Яковлевапа, Иосиф Трерпа — калаҫса татӑлнӑ.
Чӑваш Енре пӗр хӗрарӑм ӗҫе кайма тухсан ҫухалнӑ. Тӑванӗсем ӑна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата хӗрарӑмӑн хӗрӗ Ольга пӗлтернӗ.
55 ҫулти Людмила Петрова Муркаш районӗнче пурӑнать. Вырсарникун, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, вӑл ӗҫе тухса кайнӑ. Хыркассинче унӑн тепӗр маршруткӑна лармалла пулнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн вӑл ӑҫта ҫухални паллӑ мар.
Хӗрарӑм ӗҫе ҫитмен, телефонӗ вара килте юлнӑ. Ӑна, тен, кам та пулин курма пултарнӑ. Хӗрарӑм сӑран пальто, хура калпак тӑхӑннӑ, тӗттӗм хӗрлӗ сумка йӑтнӑ. Сулахай куҫне куҫ хупанки хупланӑ. Ӑна куракансене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-960-314-96-97. Е полицие пӗлтермелле.
2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вырӑнти халӑха суйса йывӑҫ кастарнӑ. Йӗлтӗрпе чупакансен ӑмӑртӑвне хатӗрленнӗ чухне пулнӑ ку. Пуҫлӑх йывӑҫ касни саккунпа килӗшӳллӗн пулнине ӗнентернӗ. Халӑх итленӗ. Ара, лешӗ каснӑ йывӑҫсене хӑйсенех пама шантарнӑ вӗт.
Ҫапла майпа 192 йывӑҫ каснӑ. Ҫынсем хырсене, ҫӑкасене, вӗренесене, юмансене йӑвантарнӑ. Ильинкӑри вӑрман хуҫалӑхне 1,5 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Нумаях пулмасть ҫав пуҫлӑх суд умӗнче явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Ҫавӑн пекех унӑн 1,5 миллион тенкӗлӗх тӑкака саплаштарма тивӗ.
Ӗлӗк ҫичӗ юта тухса кайса ҫерем ватса тыр-пул акса ӳстернӗ. Халӗ хамӑр тӑрӑхрах ҫӗр ҫителӗклӗ. Ӗҫлеме ӳркенмелле мар ҫеҫ. Пӗлтӗр, ав, 97,2 пин гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртменнине тупса палӑртнӑ. Ҫав шутран 27,3 пинне ҫеҫ тивӗҫлипе усӑ курнӑ. Ытти ҫинче акса-лартма мӗн кансӗрлет? Ку ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян республикӑри муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ.
«Ҫӗр – халӑх пуянлӑхӗ, вӑл ӗҫлеме тивӗҫ. Пушӑ выртакан лаптӑка пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме паян нимӗн те кансӗрлемест», — ҫирӗппӗнех асӑрхаттарнӑ Михаил Игнатьев Элтепер.
Усӑ курман ҫӗре вӗсен хуҫисенчен туртса илме саккун ирӗк парать. Ун пек тӗслӗхсем Элӗк, Муркаш районӗсенче пулнӑ. Ҫӗре ӗҫлес кӑмӑллисене памалла. Ҫак шухӑша палӑртнӑ Михаил Васильевич.
Чӑваш Енре тилӗ нумайланнӑ. Вӗсен йышне йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Тилӗ мӗншӗн нумайланни те паллӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви тилӗсен йышне пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен йӗркене кӗртме хушнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, тилӗсем республикӑри темиҫе районта нумайланнӑ.
Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Муркаш тата Вӑрнар районӗсенче 195 тилле тытма ирӗк панӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне сунарҫӑсем 116-шне тытнӑ ӗнтӗ.
Муркаш районӗнчи Турайри вулавӑшра Тимухха Хӗветӗрӗ ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи» таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Унта вырӑнти шкулта ҫиччӗмӗш класра вӗренекен ачасене йыхравланӑ. Федор Тимофеев ҫуралнӑранпа нарӑсӑн 14-мӗшӗнче 130 ҫул ҫитнӗ.
Тимухха Хӗветӗрӗ 1887 ҫулхи раштавӑн 1 Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Муркаш районӗ) Якаткасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1909 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентекенсен шкулне, 1930 ҫулта СССР АН ҫумӗнчи Яфет институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 25 ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ. Орфографипе пунктуаци йӗркисене пӗрремӗш йӗркеленӗ. Вӑлах тӑван чӗлхен вӗренӳ кӗнекисене тата программисене пуҫласа хатӗрленӗ.
НАР | 12 |
Нарӑс уйӑхӗнчи 6-мӗшпе 11-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ сире ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллаштарчӗ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Айхи ывӑлӗн мӗнле ӗҫне «Оскар» премине тӑратма шутлани пирки;
• Олег Николаева республика ертӳҫине лартма пултарассипе пултараймасси пирки пуҫа ватрӑмӑр;
• «Ирӗклӗх» тинех хӑйне валли логотип суйлани ҫинчен каласа патӑмӑр;
• Хальхи Элтепере вара мӗнле чыслама шухӑшлани пирки пӗлтертӗмӗр;
• Ҫавӑн пекех ЧНК президентне те мӗнле чыс тунине систертӗмӗр;
• Амикуму приложени мӗнле ҫынсене пулӑшма пултарасси ҫинчен пӗлме пултартӑр;
• Чечня Правительствинче пӗр чӑваш мӗн ӗҫпе лекни ҫинчен хыпарларӑмӑр;
• Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑх кунне мӗнле палӑртни пирки каласа патӑмӑр;
• Мӗнле айӑпа пула Муркаш ял тӑрӑхӗ пуҫлӑхсӑр юлни ҫинчен пӗлме пултартӑр;
• Маларах Леонид Волков йышӑннӑ вырӑна кама панине хыпарларӑмӑр.
Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ермолаев райцентрти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) кафе патӗнче тепӗр ҫын машини ҫине пырса кӗнӗ. Айӑпа ӑнланнӑ пуҫлӑх инкек вырӑнӗнчен часрах тапса сикнӗ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра пӗлтернӗ. Япӑх хыпара вара шар курнӑ ҫын систернӗ иккен.
Ял тӑрӑхне ертсе пыракан ҫын пуҫтахланни пирки ҫапӑннӑ машина хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, лешсем пуҫлӑха шалти ӗҫсен районти пайне илсе пынӑ пулать. Анчах ҫемҫе пукана йышӑнаканскер айӑпа йышӑнман, руль умӗнче хайӗн водителӗ пулнӑ тесе тыттарма пӑхнӑ. Водитель вара ҫын тимсӗрлӗхне хӑй ҫине илес темен.
Тухтӑр тӗрӗслевӗ машинӑна тытса пынӑ пуҫлӑх руль умне ӳсӗр ларнине палӑртнӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ тӳре-шара тӗлӗшпе протокол шӑрҫаланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |